Ҫитес ҫул республикӑри вӗренӳ аталанӑвӗ валли хыснаран 16,2 миллиард тенке пӑхса хунӑ. Ҫак укҫаран 4 шкул, 9 ача пахчи хута ярӗҫ – ку тӗллевпе 1,3 миллиард тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Халӗ Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайонта шкул тӑвас ӗҫ хӗрӳ пырать. Ӑна ҫитес ҫул уҫӗҫ. Ҫавӑн пекех Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнчи шкул алӑкӗсене уҫӗ.
2020 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра, Муркаш районӗнчи Кашмашра шкулсем тума пуҫлӗҫ. Шупашкарта, Куславккара, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Элӗкре ача пахчисене хута яма тытӑнӗҫ.
Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫын ҫурта газпа хӑй тӗллӗн ҫыхӑнтарнӑ.
Парӑм пухса тултарнӑран унӑн пӳртне ҫутҫанталӑкӑн ҫак ырлӑхне пыма пӗлтӗрех чарса лартнӑ. Анчах вӑл ҫурта газ парӑхӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ-ха. Ку вӑл чӳк уйӑхӗнче пулнӑ. Кӑштах вӑхӑт иртсен арҫын каллех газпа усӑ курма тытӑннӑ. Ҫурта хальхинче те газ пӑрӑхӗпе хӑй тӗллӗн ҫыхӑнтарнӑ. Ҫакна газ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тупса палӑртнӑ.
Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын газовиксене 25 пин тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫынсемшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна Патӑрьел районӗнчи суда ярса панӑ.
Патӑрьел районӗнчи нумай ачаллӑ ҫемьене ҫурт туса панӑ. Ҫакӑн пек телее Иванпа Тамара Чунчурскийсем тивӗҫнӗ. Вӗсем Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пурӑнаҫҫӗ.
Патӑрьел район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӑкӑт тӑрӑхӗнче Чунчурскийсемччен те нумай ачаллисене патшалӑх шучӗпе ҫурт-йӗр хӑпартса панӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче ун пек ҫемьесен йышӗ тӑваттӑпа танлашнӑ.
Чунчурскийсем 6 ача ӳстереҫҫӗ. Иван Николаевич «Красная Знамя» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Халӗ вӑл — тивӗҫлӗ канура. Тамара Васильевна — кил хуҫи хӗрарӑмӗ, ҫул ҫитмен ачасене ӳстерет.
Ҫемьене пӳрт хӑпартса пама федераци хыснинчен 4 миллион ытларах тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫурт лаптӑкӗ 144 тӑваткал метр ытла.
Чӑваш Енре Мускав облаҫне вахта мелӗпе ӗҫлеме кайнӑ виҫӗ арҫын темӗнле шӗвекпе наркӑмӑшланса вилнӗ, тепӗр иккӗшӗ пульницӑра выртаҫҫӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, паян Одинцово хула округӗнчи Часцы ялӗнчи общежитире 55-ри тата 56-ри арҫынсен виллине тупнӑ. Тепӗр виҫҫӗшне, 59-ти, 37-ри тата 27 ҫулти арҫынсене, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Шел те, тухтӑрсем пӗрин пурнӑҫне ҫӑлайман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсенчен пӗри малтанхи кун ҫӳп-ҫап контейнерӗнче пластик кӗленчери темӗнле шӗвеке тупнӑ, ӑна вӗсем ӗҫнӗ. Федераци МИХӗсем ҫак арҫынсем ҫӳп-ҫап уйӑракан предприятире ӗҫленӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем унта Патӑрьел тата Канаш районӗсенчен килнӗ.
Чӑваш Енре чи хӑтлӑ вырӑнсене палӑртнӑ. Конкурс кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ.
Чи хӑтлӑ территорсенчен пӗрремӗш вырӑна Йӗпреҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул-интернат тухнӑ, иккӗмӗшне – Етӗрне хулинчи «Росинка» ача пахчи; виҫҫӗмӗшне – Шӑмӑршӑри «Аленушка» ача пахчисем.
Чечек тата кану вырӑнӗсем йӗркелессипе Елчӗкри Иванов урамӗнчи тӗп лапам чи хитри тесе хакланӑ, иккӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалти кану вырӑнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче – Ҫӗрпӳ районӗнчи культура тата вулавӑш центрӗ.
Урамсенчен Комсомольски районӗнчи Чӗчкен ялӗнчи Бауман урамӗ — пӗрремӗш вырӑнта, Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри Шкул урамӗ — иккӗмӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Нурӑсри Пахча урамӗ – виҫҫӗмӗшӗнче.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрремӗшӗнче — Куславккари Герцен урамӗнчи 10-мӗш ҫурт, иккӗмӗшӗнче – Йӗпреҫ районӗнчи Шӑрттанти Кӑтӑр урамӗнчи 40-мӗш ҫурт, виҫҫӗмӗшӗнче – Ҫӗмӗрлери Урицкий урамӗнчи 6-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ.
Уйрӑм ҫуртсенчен пӗрремӗш вырӑнта — Етӗрнери Калинин урамӗнче пурӑнакан В.Г.Курочкин хуҫалӑхӗ, иккӗмӗшӗнче – Куславкка районӗнчи Энтрияльӗнчи В.
Патӑрьел районӗнчи Кзыл-Чышма ялӗнче 1955 ҫулта ҫуралнӑ Гузелия Мухарямовна Сафина Forbes хатӗрленӗ «Раҫҫейри чи пуян 25 хӗрарӑм – 2019» танлаштарӑма лекнӗ. Гузелия Сафина унта – 16-мӗш вырӑнта.
Вӑл – Тутарстанри «ТАИФ» нефть компанийӗн тӗп директорӗн ҫумӗ. Журнал унӑн пурлӑхне палӑртнӑ: 270 миллион доллар.
Гузелия Сафина малтан Тутарстанри тӗрлӗ предприятире бухгалтерта ӗҫленӗ. 1991 ҫулта «Хусан» пӗрлешӗвӗн тӗп бухгалтерӗн пуканне йышӑннӑ. Ун никӗсӗ ҫинче ТАИФ ушкӑн йӗркеленнӗ. Хальхи должноҫра Гузелия Сафина 1995 ҫултанпа ӗҫлет.
Чӑваш Енри пӑри кӗрпи Раҫҫейре чи лайӑххисен йышне кӗнӗ. Нумаях пулмасть, юпа уйӑхӗн 9-12-мӗшӗсенче, Мускавра «Ылтӑн кӗркунне» агропромышленноҫ куравӗ иртнӗ. Шӑпах ҫавӑнта Чӑваш Енри пӑри кӗрпи палӑрнӑ.
Ку кӗрпене курава Чӑваш Енри апат-ҫимӗҫ фончӗ илсе кайнӑ. «Пысӑк пахалӑхлӑ апат-ҫимӗҫ туса кӑларнишӗн» номинацире Чӑвашри пӑри кӗрпин икӗ тӗсӗ – шлифлани тата вӗтетни – палӑрнӑ. Вӗсем ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Палӑртмалла: пӑрие Патӑрьел районӗнчи фермер хуҫалӑхӗсенче ҫитӗнтернӗ. Курава кӑҫал туса илнӗ кӗрпене илсе кайнӑ.
Чӑваш Енре икӗ каччӑ лавкка ҫаратнӑ. Вӗсене полицейскисем тытса чарнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Ку пӑтӑрмах Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑчӗ ялӗнче пулнӑ. Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле 18 ҫулти тата 20-ри каччӑсем лавккан чӳречине ҫӗмӗрнӗ те шала кӗнӗ. Хайхискерсем кассӑран 20 пин тенкӗ илнӗ, 5 кӗленче эрех, коняьк, пирус хӗстерсе тухнӑ.
Ирхине сутуҫӑ ӗҫе килнӗ те чӳрече ҫӗмрӗккине, эрех, укҫа ҫухалнине курнӑ. Вӑл тӳрех полицие шӑнкӑравланӑ. Уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем ҫак ӗҫе кам тума пултарнине тупса палӑртнӑ. Каччӑсене тытса чарнӑ, вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче пурӑнакан 61 ҫулти арҫын Патӑрьелне кайнӑ. Вӑл банкомат урлӑ кредит тӳлеме тӑнӑ та унта тӑракан хӗрарӑмсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Хайхи арҫын ӗҫӗсене вӗҫлесен банкоматран пӑрӑннӑ чухне пӗр хӗрарӑмӑн кӗсйинчен енчӗк тухса ӳкнине асӑрханӑ. Вӑл ӑна хуҫине (хӗрарӑм ӑна банкоматра операцисем тума та пулӑшнӑ ӗнтӗ) тавӑрса парас вырӑнне илнӗ те пӗрле йӑтса тухнӑ. Енчӗкре 5450 тенкӗ пулнӑ.
Куншӑн арҫыннӑн явап тытма тивнӗ. Вӑл хӗрарӑма укҫине тавӑрса панӑ. Кунсӑр пуҫне ун 6 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пурӑнакан арҫын газшӑн укҫа тӳлемен, парӑм пухӑнса кайнӑ. 2018 ҫулта унӑн килне газ пыма пӑрахнӑ – специалистсем парӑмшӑн чарса лартнӑ. Анчах хайхискер хӑй тӗллӗнех газ пӑрӑхне сыпӑнтарнӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн арҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Каҫал ҫуркунне ун патӗнче каллех газ чарса лартнӑ. Арҫын калех хӑйӗн «йӑлине» тунӑ – газ пӑрӑхне хӑй тӗллӗн сыпӑнтарнӑ.
Хальхинче арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн ун судра явап тытма тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |